Урал сасси
+27 °С
Облачно
Новости
22 Мая 2019, 12:54

Хаçат çырăнма васкăр

Май уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен «Раççей почти» çырăнтару декадникне ирттерет.

Май уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен «Раççей почти» çырăнтару декадникне ирттерет.
Çак вăхăт хушшинче «Раççей почти» сĕнекен хаçат-журналсене кăшт йÿнĕрех хакпа çырăнса илме май пулĕ. Çав шутра хăвăр юратакан республикăри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне те. Кăмăл пуррисем кăларăма хăйсем валли çырăнса илме те, тăванĕсемпе паллакан çыннисене парне тума та пултараççĕ. Меллĕ самантпа тата сĕнÿпе усă курма, васкасах почта уйрăмне çитме тăрăшăр.
Аса илтеретпĕр: «Урал сасси» хаçатăн хакĕ çур çула 451 тенкĕ те 92 пус. Декадник вăхăтĕнче вăл кăшт йÿнĕрех пулĕ. Хаçатăн электрон версийĕ çур çула - 264 тенкĕ; çулталăка - 449 тенкĕ.
Пелепей хулинче пурăнакансем «Урал сассине» редакци почтальонĕсем урлă та çырăнса илме пултараççĕ. Альтернативлă çырăнтару хакĕ: çур çула - 320 тенкĕ; çулталăка - 600 тенкĕ.
Редакци.
Читайте нас