Пур хыпар та
Новости
22 Майӑн 2019, 17:27

Отпуск çумне пĕр кун хушĕç

Раççей Ĕç министерстви диспансеризаци иртме кашни çул отпуск çумне тÿлевлĕ пĕр кун хушмалли çинчен тÿрлетÿ хатĕрлет. Хальхи вăхăтра çак кун виçĕ çулта пĕрре парăнать. Ĕç кодексĕнчи улшăнăва премьер-министр Дмитрий Медведев хушăвĕпе хатĕрлеççĕ. Вăл Ĕç министерствине кăçалхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕччен хĕрĕхрен иртнĕ ĕçлекенсене кашни çул диспансеризаци иртмешкĕн пĕр кун уйăрмалли çинчен проект хатĕрлеме хушнă.

Çулталăк пуçламăшĕнчен Раççейри кашни ĕçлекен çын виçĕ çулта пĕрре тÿлевлĕ пĕр кун, пенсие çывхаракансем икĕ кун илме пултараççĕ.
Май уйăхĕн 6-мĕшĕнчен çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Сывлăх сыхлав министерствин канашĕ тăрăх хĕрĕхрен иртнисем кашни çулах тĕрĕсленмелле. Вун саккăртан пуçласа вăтăр тăхăр çула çитиччен виçĕ çулта пĕрре диспансеризаци иртмелли йĕрке малтанхи пекех сыхланса юлать.
Инга ВАСИЛЬЕВА.
Читайте нас