Пушкăртстан пĕрчĕллĕ культурăна чикĕ леш енчи çĕршывсене пысăк тиевлĕ кимĕ-карапсемпе юхан шыв тăрăх çитерме палăртать.
Инвестор Балтика çывăхĕнчи çĕршывсене, Ирана тата Турцие тыр-пулпа тивĕçтерме хатĕрри çинчен пĕлтернĕ. Анчах та çак ĕçе пурнăçлас тесен Шуратăл çырми тĕпне тарăнлатмалла. Ун пирки «Инвестчас» канашлура «Илишевский элеватор» ООО представителĕ Михаил Телегин пĕлтернĕ.
Усламçă Пушкăртстан пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Хабировран 25 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ ыйтнă. Çакă юхан шыва Илиш районĕнчи Груздевка ялĕнчен пуçласа Тутарстанри Актаныш районĕнчи Азякуль ялĕ таранччен тасатма тата тарăнлатма (пĕтĕмĕшле 23 çухрăм) кирлĕ.
Радий Хабиров укçа-тенкĕ уйăрма, ĕçсене кăçалхи май уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçлама хушу панă.