Пур хыпар та
Новости
19 Июнӗн 2019, 19:35

Политика партийĕсем хăйсен кандидачĕсене сĕнеççĕ

Май уйăхĕн 31-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕ кăçалхи сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ иртесси çинчен пĕлтерсен, политика партийĕсен регионти уйрăмĕсем Пушкăртстан Пуçлăхĕ пулма хăйсен кандидачĕсене ПР Тĕп суйлав комиссине регистраци иртме документсем пама пуçланă.

Июнь уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне пурĕ 9 политика партийĕ хăйсен кандидачĕсене сĕннĕ. Вĕсен шутĕнче – «Раççейри пенсионерсен социллă тĕрĕслĕхшĕн» партинчен Владимир Кобзев, «Пĕрлĕхлĕ Раççейрен» Радий Хабиров, «Справедливая Раççейрен» Юрий Игнатьев, «Раççей Федерацинчи Коммунистсен партинчен» Юнир Кутлугужин, «Раççейри Либерал демократсен партийĕнчен» Иван Сухарев, «Раççей Патриочĕсенчен» Рафис Кадыров, «Симĕссисем» Раççей экологи партинче Сания Тимасова, «Яблоко» Раççейри пĕрлешÿллĕ демократи партинчен Зульфия Гайсина, «Гражданла вăй» партинчен Владимир Барабаш. Асăннă юлташсене партисем хăйсен конференцийĕсенче пăхса тухса кандидат пулма суйласа илнĕ.
Политика партийĕсем ПР Пуçлăхĕ пулма кандидатсем сĕнесси малалла тăсăлать. Вĕсене Тĕп суйлав комиссийĕ тĕрĕсленĕ хыççăн (кăлтăксем пулмасан) кандидата çирĕплетĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас