Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Радий Хабиров правительствăн ĕçлĕ канашлăвĕ вăхăтĕнче Мускаври аэропортра Пушкăртстанран вахта мелĕпе ĕçе çÿрекенсемпе тĕл пулса калаçни çинчен пĕлтернĕ.
- Ман пата çамрăк та сăнĕпе илемлĕ арçынсем пычĕç. Вĕсем Пушкăртстанра пурăнаççĕ, вахта мелĕпе ĕçлеççĕ. Калаçса кайрăмăр. Лайăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илеççĕ, пирĕн вырăнти предприятисем ун пек тупăшпа тивĕçтерес çук пулĕ. Анчах та пурин те тăван тăрăхрах ĕçлес кăмăл пур, - тенĕ регион пуçлăхĕ.
Радий Хабиров сăмахĕпе вахта миграцийĕ çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать. Пушкăртстан пуçлăхĕ вахта мелĕпе ĕçлекенсене пĕр сĕтел тавра пуçтарса вĕсен пурнăçĕ, нушисем, малаллахи планĕсем, çак ĕçе суйласа илнин сăлтавĕсем пирки ыйтса пĕлме сĕннĕ.
- Тен, çав ĕçпе тачă çыхăннă вырăнсенче мĕн те пулин улăштарса пулать. Вахта миграцийĕн пулăмĕ экономика аталанма пуçласан, ĕç укçи ÿссен пăрахăçа тухма пултарать. Ялсене аталантарас программа та ял çыннине вырăнта хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ мелсенчен пĕри. Ача сачĕ, инфраструктурăсем (транспорт, ăшă, шыв, электроэнерги, çыхăну, суту-илÿ тата ыт. те) юнашар пулсан çеç çын хăй çуралса ÿснĕ çĕрте юлма кăмăл тăвĕ, - тесе пĕлтернĕ Радий Хабиров.
Пушкăртстан ĕç мигранчĕсен шучĕпе Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнать. Укçа-тенкĕ ĕçлесе илме республикăран 150 пине яхăн çын тĕрлĕ региона çÿрет. Вĕсенчен 100 пинĕ Ханты-Манси автономлă округа. Вахта мелĕпе çÿрекенсенчен чылайăшĕ Хайбулла, Ермеккей, Краснокамск, Мечетлĕ районĕсенчен тата Челябинск облаçĕпе юнашаррисенчен.