Пур хыпар та
Новости
19 Июнӗн 2019, 19:27

Саламлани Ирина Васильевна

Нумаях пулмасть эпир Пушкăртстанра Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕсем пысăк йышпа килсе кайни çинчен пĕлтернĕччĕ. Вĕсем пирĕн таврари хăйпултарулăх коллективĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе те паллашрĕç, вĕсен ĕçне тивĕçлипе хак пачĕç.

Нумаях пулмасть эпир Пушкăртстанра Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕсем пысăк йышпа килсе кайни çинчен пĕлтернĕччĕ. Вĕсем пирĕн таврари хăйпултарулăх коллективĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе те паллашрĕç, вĕсен ĕçне тивĕçлипе хак пачĕç. Хăшĕ-пĕрисем чыслав списокне те лекрĕç. Эпир ун çинчен «Урал сассин» 23№ çырса кăтартнăччĕ. Паянхи номерте тепĕр ята асăнма кăмăллă. Вăл - Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ клубăн директорĕ Ирина Игнатьева. Çак кунсенче Ирина Васильевна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академи ертÿçин Евгений Ерагин аллинчен юрă-кĕвĕ ÿнерне тата театра аталантарас ĕçре ырми-канми ĕçленĕшĕн Федор Павлов медальне илме тивĕç пулнă. Эпир хамăрăн пултаруллă сцена ăстине чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те чăвашлăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума сунатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.
Читайте нас