Пур хыпар та
Новости
26 Июнӗн 2019, 18:32

Раççей Президенчĕ 81 ыйту çине хуравланă

Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 17-мĕш хут «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче патшалăх пуçлăхĕ граждансен çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă 81 ыйту çине хуравларĕ. «Тÿрĕ лини» 4 сехет те 16 минута тăсăлчĕ. Программăна хатĕрленнĕ эрне çурă вăхăт хушшинче Раççей çыннисем 2 млн ытла ыйту пама ĕлкĕрнĕ.

Июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 17-мĕш хут «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче патшалăх пуçлăхĕ граждансен çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă 81 ыйту çине хуравларĕ. «Тÿрĕ лини» 4 сехет те 16 минута тăсăлчĕ. Программăна хатĕрленнĕ эрне çурă вăхăт хушшинче Раççей çыннисем 2 млн ытла ыйту пама ĕлкĕрнĕ.
Патшалăх пуçлăхĕ Раççей çыннисене тупăш шайĕпе сывлăх сыхлав, хытă коммуналлă каяшсем тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем ытларах пăшăрхантарнине пĕлтернĕ. Çак ыйтусене сÿтсе явнă çĕре министрсемпе регионсен ертÿçисем те хутшăннă.
Уйрăм граждансен тупăшĕ пирки калас пулсассăн, Владимир Путин юлашки çулсенче вăл сахалланнине, халĕ çĕнĕрен вăй илсе пынине палăртнă.
- Ĕç укçине илес пулсан, 2018 çулта вăл 8,5% ÿснĕ, халĕ - 2%, май уйăхĕнче 2,8%. Эпир ĕç укçин чи пĕчĕк шайне ÿстертĕмĕр, ăна пурăнмалли минимум шайне çитертĕмĕр, - тенĕ президент.
Унсăр пуçне В. Путин ватлăхра паракан пенсие 7,05% таран индексациленине пĕлтернĕ. Пурнăç шайне ÿстермелли тĕп условисенчен пĕри – ĕç тухăçлăхне ÿстересси тата экономикăна аталантарасси пулнине палăртнă.
Кăçалхи ыйтусенчен нумайăшĕ çÿп-çап тăкмалли вырăнсемпе хытă коммуналлă каяшсене вырнаçтарассипе çыхăннă. Президент асăннă реформăна хăй тимлесе тăрассине, ĕç результачĕ куçа тÿрех курăнассине пĕлтернĕ.
Паян никамăн та кил умĕнче çÿп-çап тăкмалли вырăнсемпе полигосем тăвас килмест. Апла пулсан, вĕсене инçете турттармалла. Ку ĕç вара тăкаксемсĕр пулмасть. Çĕршывра 200 çÿп-çап уйăрмалли завод тума палăртнă. Ун валли 300 млрд тенкĕ тăкаклĕç.
Çаплах тÿрĕ эфир вăхăтĕнче Путин наци проекчĕсене пурнăçа епле кĕртни çинче чарăнса тăнă. Проекта укçа-тенкĕпе тивĕçтерес тесе РФ Правительстви хушăннă хаклăх налогне (НДС) 18 процентран 20% çитернĕ. Хăш-пĕр япăх пулăмсене пăхмасăр наци проекчĕсем ресурсемпе тĕрĕс усă курма май параççĕ. «Асăннă проект ырă енне улшăнни кăçалах туйăнмалла. Вăл ĕç укçи çинче те, граждансен уйрăм тупăшĕ çинче те палăрса тăмалла», - тенĕ Владимир Путин.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнчи çивĕч тăракан ыйтусенчен тепри – коррупципе кĕрешесси.
- Обществăн çак йĕркесĕрлĕхĕпе кĕрешессишĕн хама яваплă туятăп. Коррупцилле преступленисем пуриншĕн те уçă пулмалла, вĕсене яланах вĕçне çитермелле, - пĕлтернĕ Владимир Путин, - Чиновниксем, йĕрке хуралçисем уйрăм вырăнта тăраççĕ. Вĕсенчен кирек хăçан та çирĕп ыйтĕç, - асăрхаттарнă вăл. - Коррупци серепине лекнĕ аслă ÿсĕмри çынна ĕмĕрлĕхех ирĕксĕр хăварма е темиçе вунăçуллăха хупма пулать, уйрăмлăхĕ пысăк мар.
Раççейпе ют çĕршывсем хушшинчи çыхăнусем пирки сăмах хускатнă май, çĕршыв пуçлăхĕ чи малтан хамăр интерессене хÿтĕлемеллине асăрхаттарнă. Çав хушăрах кирек епле санкци те икĕ енлĕ килсе тухнине палăртнă.
- Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, санкцисене пула Раççей 2014 çулта 50 млрд доллар çухатрĕ пулсан, Евросоюз – 240 млрд доллар, АПШ -17 млрд (пирĕн вĕсемпе тавар çаврăнăшĕ пысăк мар), Япони – 27 млрд.
Зеленский пирки вара Владимир Путин çапла каланă:
- Вăл питĕ пултаруллă. Эпĕ вăл Мускавра, КВНта, пулнине астăватăп. Анчах Донбасри лару-тăру - кулăш мар, пысăк инкек. Патшалăх пуçлăхĕн пуканне йышăннă пулсан, ку ыйтусене татса пама тиветех.
«Тÿрĕ лини» Раççей лидерĕн пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусемсĕр те пулман. Путин çынсене хăй ют планетăран персе анманнине, президент ĕçĕ йăлăхтарманнине пĕлтернĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас