Новости
9 Июлӗн 2019, 07:27

Сĕт-турăх кухнисен пĕрлĕхлĕ сетьне уçĕç

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров эрнесерен ирттерекен канашлура ПР Суту-илÿ патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Алексей Гусев республикăра сĕт-турăх кухнисен пĕрлĕхлĕ сетьне уçасси çинчен пĕлтернĕ.

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче сĕт-турăх фабрика-кухни ĕçле пуçланă. Паянхи кун кунта Çтерлĕпе Мелеуз‚ Ишимбай районĕсен тата Çтерлĕпе Салават хулисен ачисем сĕтпе тăварук тата турăх илсе тăраççĕ. Продукцие çынсен аллине вăхăтлă тата татти-сыпписĕр çитерме районсенче çичĕ кухня ĕçлет. Малашне сĕт-турăх кухнипе Кумертау хулипе Авăркас районĕ усă курма пултарĕç. Мĕншĕн тесен предприяти хăвачĕ продукци калăпăшне ÿстерме май парать.
Кăçалхи декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен сĕт-турăх кухнисене Октябрьск‚ Сибай‚ Нефтекамск тата Белорецк хулисенче уçмалла. Палăртнă вăхăт тĕлне пĕтĕмĕшле 15‚5 пин ачана сĕт-турăх продукципе тивĕçтермелле. Асăннă продукцисене ашшĕ-амăшĕсем тÿлевсĕр ача ултă уйăхран пуçласа виçĕ çул тултариччен илсе тăма пултараççĕ.
- Тĕрĕссипе каласан‚ çак пулăм пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар. Эпир совет самани вăхăтĕнче ĕçленĕ сĕт-турăх кухнисене каялла тавăратпăр çеç. Çакă вара пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç. Асăннă программа пирĕн регионти пĕчĕк ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать‚ – тесе палăртнă регион ертÿçи.
Унсăр пуçне сĕт-турăх кухнин сайчĕ те пуррине палăртса хăвармалла. Унта ача амăшĕсем заказ пама е салатса памалли вырăна суйласа илме пултараççĕ. Килĕшĕве хатĕрленĕ чухне пĕрлĕхлĕ базăна ачан даннăйсене кĕртеççĕ‚ кашни пепкене хăйне евĕрлĕ номер параççĕ. Номерпа усă курса çеç ашшĕ-амăшĕсем продукцие илсе тăма пултарĕç.
Çакна та палăртса хăвармалла‚ сĕт-турăх кухнинчи тавара укçа-тенкĕ тÿлесе туянма пулать. Çывăх вăхăтра пысăк суту-илÿ сечĕсене те ача-пăча продукципе тивĕçтерме палăртаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас