Комисси ларăвĕ хыççăн вăл суйлав умĕнхи кампани пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ – дебатсене хутшăнмассине систернĕ.
- Нивушлĕ çын виçĕ минут хушшинче ман çинчен хальхинчен ытларах пĕлме пултарĕ? Эпĕ пур çĕрте те тĕлпулу вăхăтĕнче çынсемпе калаçатăп-çке, - тенĕ регион ертÿçи журналистсене. - Манăн хам çинчен каласа памалли çук – эпĕ уçă ĕçлетĕп. Çавăнпа та çынсен мĕн курнине шута илсе йышăну тумалла тесе шутлатăп.
Çавăн пекех Радий Хабиров Пушкăртстанра суйлав хыççăн премьер-министр должноçĕ пуласси çинчен пĕлтернĕ.