Новости
11 Июля 2019, 06:56

Петĕрпе Февронин кунĕнче 16 çемье чăмăртаннă

Раççейре июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç. Уяв çемьен чăн-чăн управçисене Петĕрпе Феврони мăшăра хисеплесе çуралнă. Çак çветтуйсем çемьери тăнăçлăха, килĕшÿпе юратăва упракансем шутланса тăраççĕ. Ăна çĕршывра темиçе çул каялла çеç паллă тума пуçларĕç пулин те вăл чи сăваплă уявсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Кăçал Пушкăртстанра çветтуй Петĕрпе Февронин асăну кунĕнче ЗАГСсенче 16 мăшăр регистрациленĕ. Мăшăрлану уйрăмĕн ĕçченĕсем июль уйăхĕн 8-мĕшĕ тунти кунпа тÿр килнине‚ ЗАГСăн официаллă ĕçлемен кунĕ пулнине шута илмесĕр çамрăксене мăшăрлантарма хавас пулнă.
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне Межгорье хулинче‚ Ĕпхÿпе Бурзян‚ Зианчурпа Караидель‚ Кармаскалăпа Киги тата Салават районĕсенче туйсем кĕрлесе иртнĕ.
Унсăр пуçне Элшейпе Куюргазă районĕсенчи ЗАГС уйрăмĕсен ĕçченĕсем туйăмĕсене хут çинче официаллă çирĕплетекенсене регистрацилеме ĕçе тухнă.
Справка
2008 çултан пуçласа июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Дмитрий Медведев арăмĕ - Светлана сĕннипе Çемье, юрату тата шанчăклăх е çветтуй Петĕрпе Февронин асăну кунне паллă тăваççĕ. Мăшăр çемье пурнăçĕн тĕп халалĕсене тытса пынă: савăнăçпа хурлăхра‚ чухăнлăхпа пуянлăхра тата сывлăхлă е чирленĕ чухне те пĕрле пулма вĕрентнĕ. Ватлăх çулĕсенче упăшки арçын мăнастирне‚ арăмĕ – хĕрарăмсенне кайнă. Кунта вĕсем Турă панă кунсене мĕн виличчен ирттернĕ. Петĕрпе Феврони çут тĕнчерен пĕр кунта 1228 çулхине уйрăлнă. Чул тупăкра вара вĕсем тепĕр хут пĕрлешнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас