Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 53-мĕш Пĕтĕм тĕнчери ачасен çуллахи вăййисен йĕркелÿçисемпе чаплă хăнисене‚ унта хутшăнакансене ăмăрту пуçланнă ятпа саламланă. Вăл июлĕн 9-14-мĕшĕсенче Ĕпхÿ хулинче иртет.
Патшалăх пуçлăхĕ хăйĕн официаллă сайтĕнче çакна пĕлтернĕ:
- Олимп вăййисен паха тĕслĕхĕсене çирĕплетекен‚ сывлăхлă тата активлă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне уçса паракан‚ тĕрлĕ çĕршывсенчи çамрăк ăрусем хушшинчи туслăха тата ăнланăва çирĕплетекен ăмăртăва каллех Раççей тата Пушкăртстанăн тĕп хули - Ĕпхÿ - йышăнни савăнтарать. Республика масштаблă та сумлă мероприятисем йĕркелесе ирттерессипе пысăк опыт пухнă. Кунта 2013 çулта Пĕтĕм тĕнчери ачасен хĕллехи вăййисем питĕ ăнăçлă та тухăçлă иртрĕç. Ăмăрту хутшăнакансемпе куракансемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пулса тăчĕ. Унсăр пуçне Пĕтĕм тĕнчери ачасен хĕллехи вăййисенче ĕпхÿсем хăнасене хăйне евĕрлĕ ăшă та тараватлă кăмăлпа кĕтсе илни асра юлчĕ. Раççейре ачасемпе çамрăксен спортне аталантарма патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртса хăвармалла. Пирĕн çĕршывра паянхи кун ыйтакан спортпа кану инфраструктура йĕркеленĕ‚ хальхи техникăпа тивĕçтернĕ стадионсем‚ хăнăхтару тата сывлăха çирĕплетмелли комплекссем ĕçлеççĕ. Вĕсене çывăх вăхăтра Вăйă хăнисем хăйсен куçĕсемпе курма пултарĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу‚ куракансене лайăх кăмăл сунатăп.
Астутарма‚ июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче 53-мĕш Пĕтĕм тĕнчери ачасен çуллахи вăййисем уçăлнă.