Урал сасси
+17 °С
Ясно
Новости
15 Июля 2019, 06:29

Чăваш Хурамалĕнче кăлпасси те тăваççĕ

«Башмирпродторг» ял хуçалăх продукцийĕсемпе тивĕçтерекен тата вырнаçтаракан потребительсен кооперативĕ июль уйăхĕн 11-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче шултра мăйракаллă выльăх, сысна, чăх-чĕп какайĕнчен тĕрлĕ продукци туса кăларакан цех уçнă. Шутланине пурнăçа кĕртме ДГП (программа по реализации доходогенерирующих проектов) республика программи пулăшнă.

Предприяти председателĕ Андриян Николаев пĕлтернĕ тăрăх, производство пĕр сменăра 300 кг хатĕр продуки туса кăларĕ. Цехра 10 ытла аш-какай изделийĕ пулмалла. Пысăк пахалăхлă продукцие туянакансем тупăннă та ĕнтĕ. Гафури районĕнчи суту-илÿ точкисем кооперативпа вăрах вăхăта килĕшÿ тунă. Мĕншĕн тесен продукцийĕн пĕрремĕш партийе сутлăхра питĕ те хăвăрт саланнă. Цех уçни халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме май парĕ.
Ял хуçалăх кооперативĕ иртнĕ çул йĕркеленнĕ. Вăл Чăваш Хурамалĕпе Нукасак ялĕсенчи 12 фермерпа уйрăм кил хуçалăх ертÿçисене пĕрлештернĕ. Асăннă ĕçе хута яма республика бюджетĕнчен 2,8 млн тенкĕ уйăрса панă. Унсăр пуçне те ял хуçалăх кооперативĕ хăйĕн 300 пин тенкине хушнă та ятарлă оборудовани туяннă.
ДГН программăн тĕп пĕлтерĕшĕ çапларах: уйрăм тата хресченпе фермер хуçалăх ертÿçисем хăйсен пуçарăвĕпе тата укçи-тенкипе (пĕтĕмĕшле хисепрен 9%) тупăш паракан объект уçаççĕ. Патшалăх программăна пурнăçа кĕртме 3 млн тенкĕ уйăрса пама пултарать.
ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта çак программăна хутшăнас кăмалпа 155 пуçару ушкăнĕ заявка панă. Вĕсенчен 116-шĕ çĕнтерÿçĕсем пулса ял хуçалăх кооперативĕсем уçнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас