Пур хыпар та
Новости
18 Июлӗн 2019, 11:23

Çемье усламĕ вăй илĕ

Кремль сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ Патшалăх пуçлăхĕ Владимир Путин Суту-илÿпе промышленность палатин президенчĕпе Сергей Катыринпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем çемье бизнесĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă.

Кремль сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ Патшалăх пуçлăхĕ Владимир Путин Суту-илÿпе промышленность палатин президенчĕпе Сергей Катыринпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче вĕсем çемье бизнесĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă.
- Пирĕн сĕнÿсенчен пĕри – çемье усламне (предпринимательствине) законпа çирĕплетесси. Çак ĕçе пурнăçлама сиртен пулăшу ыйтатпăр‚ – тенĕ Сергей Катырин.
Çавăн пекех Суту-илÿпе промышленность пуçлăхĕ çемье усламне халалланă норматив базине ырласа йышăнма ыйтнă. Вăл çемье патенчĕ ăнланăва пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Унсăр пуçне çĕнĕлĕх çемьесене тĕрлĕ отчет валли кирлĕ-кирлĕ мар документсем пухассинчен хăтарĕ.
- Паллах‚ асăннă направленипе малалла аталанмалла‚ – тесе палăртнă Владимир Путин. – Анчах‚ мĕн вăл çемье бизнесĕ ăнланăва уçса памалла. Малашне патшалăхăн çак енчен ыйтусем ан çуралччăр тесен çĕнĕлĕх çинчен тĕплĕн çырса кăтартмалла. Вăл пурне те ăнланмалла пултăр. Çынсем туллин ĕçлеме тата патшалăх пулăшăвне илме пултарччăр. Патшалăхăн та ку енĕпе çивĕч ыйтусем ан çуралччăр. Сирĕн материалсенче çырса кăтартнă тăрăх тĕнчере çак формăпа активлă усă кураççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас