Пур хыпар та
Новости
18 Июлӗн 2019, 11:35

Халăха ĕçпе тивĕçтерес нацпроекта Пушкăртстанри 30 предприяти хутшăннă

Благовещенскри арматура завочĕ регионта «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтерессине пурăçа кĕртесси» («Производительность труда и поддержка занятости») наци проектне хутшăннă предприятисенчен çирĕм саккăрмĕш пулнă. Çак проекта хутшăнасси пирки килĕшĕве республика Правительствин вице-премьерĕ Раиф Абдрахимов тата «Благовещенскри арматура завочĕ» АО генеральнăй директорĕ Александр Астахов алă пусса çирĕплетнĕ.

«Башинформ» агентстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк вĕçлениччен нацпроекта 50 яхăн предприятие явăçтарма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне унта хутшăннисен шутĕнче промышленность, ял хуçалăх сферинче тата çурт-йĕр хăпартассипе ĕçлекен предприятисем кĕреççĕ.
Благовещенскри арматура завочĕ (БАЗ) Раççейри авалхи заводсенчен пĕри пулнине Пушкăртстан Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ. Вăл 1756 çулта пăхăр шăратакан завод пулса никĕсленнĕ.
БАЗ хатĕр продукцийĕпе нефтьпе газ кăларакан, нефтьрен продукци тăвакан предприятисем тата Раççейри энергетика отраслĕн компанийĕсем усă кураççĕ. Çавăн пекех завод кăларакан продукцие ют çĕршывсене те сутаççĕ.
Асăннă предприяти наци проекчĕн витĕмĕпе производство ĕç-хĕлне лайăхлатас тесе ĕç тухăçлăхĕн сферинчи экспертсен методологи пулăшăвĕпе усă курма пултарĕ.
«Перекетлĕ производство» (бережливое производство) инструментне хута ярсан вара Промышленность аталанăвĕн фондĕнчен льготăллă займ (пилĕк çула 1 процентпа 50 миллионран 300 миллиона яхăн укçа-тенкĕ) илме пултарĕ. Çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекенсене çĕнĕрен урăх ĕçе вĕрентме субсидипе те усă курма пултарать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас