Раççей Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ çулхи август уйăхĕнче Ĕпху хулинче Red Wings авиакомпанийĕн авариллĕ пассажир самолетне антарса лартнă экипаж членĕсене чысланă.
Сывлăш карапĕн командирĕ Юрий Хорьговские, Владимир Павленко иккĕмĕш пилота тата Сергей Лакида бортинженера Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Евгения Егошина, Петр Михайлов, Ларита Мурадова тата Руслан Тимербаев Нестеров медальне тивĕçнĕ. Президент указĕнче вĕсем службăри тивĕçне пурнăçланă чух хăйсене шеллемесĕр паттăрлăхпа хăюллăх кăтартни çинчен каланă.
2018 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ĕпху-Сочи рейса пурнăçлакан Red Wings авиакомпанин пассажир авиалайнерĕ Ĕпхÿре аэропортра васкавлă анса ларнă. Сывлăша тин çеç хăпарма пуçланăскерĕн сулахай двигателĕ çунма пуçланă. Ун борчĕ çинче 202 пассажир, çав шутра 41 ача, пулнă. Вĕсене самолет анса ларнă хыççăн çичĕ минутран эвакуациленĕ.