Новости
22 Июля 2019, 06:38

Учительсене тĕллевлĕ вĕрентсе кăларĕç

#национальныепроекты#нацпроекты#нацпроектыБашкортостана«Вĕрентÿ» («Образование») наци проекчĕпе килĕшуллĕн Пушкăртстанра педагогика университетĕнче учительсене вĕрентсе кăларма ятарлă укçа-тенкĕ уйăрĕç.

#национальныепроекты
#нацпроекты
#нацпроектыБашкортостана
«Вĕрентÿ» («Образование») наци проекчĕпе килĕшуллĕн Пушкăртстанра педагогика университетĕнче учительсене вĕрентсе кăларма ятарлă укçа-тенкĕ уйăрĕç.
Республикăра 1500 учитель çитменни паллă. Ытларах ют çĕршыв чĕлхи, математика, вырăс чĕлхи тата литература, физика, хими, биологи предмечĕсене вĕрентекенсем çитмеççĕ. Çакăн пирки М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалах педагогика университечĕн ректорĕ Салават Сагитов республика Правительствинче «Вĕрентÿ сехетĕнче» пĕлтернĕ.
- Кадрсем çитменни çултан çул ытларах палăрса пырать, тенĕ вуз ректорĕ. –Тепĕр ик çултан шкула чи йышлă çуралнă вăхăтри ачасем килĕç. Вĕренекенсен шучĕ 60 пин ытла ÿсĕ. Апла пулсан пуçламăш класс, унтан вăтам, аслă усĕм учителĕсем кирлĕ пулĕç. Паянхи куна кашни тăваттамĕш вĕрентекен пенси ÿсĕмĕнче.
25 çула çитичченхи çамрăк вĕрентекенсем 3% пулсан, учительсен чи пысăк пайĕ – 40-54 çул тултарнисем.
Кадрсем çитменни ытларах Ĕпхÿпе Октябрьск тата Çтерлĕ хулисенче, Благовещенскпа Çтерлĕ районĕсенче сисĕнет.
Çак çăмăлах мар лару-тăруран тухас тĕллевпе Салават Сагитов учительсене тĕллевлĕ вĕрентсе кăларма сĕннĕ. Çакăн валли бюджетран 2020 çулта 26 млн тенкĕрен пуçласа 2024 çул тĕлне 130 млн кирлĕ пулĕ. Пушкăрт патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă хыççăн выпускниксене калаçса татăлнă ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç. Унта вĕсем виçĕ çултан кая мар ĕçлемелле. Ăçта мĕнле кадрсем кирлине Пушкăртстан Правительствинче кăçалхи çул вĕçлениччен пăхса тухĕç. Хальлĕхе 54 муниципалитетран 34-шĕ çеç аслă вĕренÿ заведенине заявкăпа тухнă.
Кадрсем çитменнине «предметниксене» магистратурăра вĕрентсе кăларса, пилĕк çул хушшинче студентсем тÿрех икĕ специальность илни те татса парĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас