Урал сасси
+9 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
22 Июлӗн 2019, 11:34

Владимир Путин укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме хушу панă

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин правительствăна октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă йĕркене хатĕрлесе çитерме хушу панă.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕ Владимир Путин правительствăна октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă йĕркене хатĕрлесе çитерме хушу панă.
Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, асăннă хушăва законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ тата çĕршыв пуçлăхĕн йышăнăвĕ хыççăн çирĕплетнĕ.
- «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци программипе килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне ытларах çурт-йĕр хăпартса укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене хваттерпе тивĕçтермелле, анчах хваттер патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнче юлмалла, - тенĕ документра.
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх ертÿçи РФ Министрсен Кабинечĕпе регионти влаçсенчен «граждансене çурт-йĕр туяннă чух патшалăх шутĕнчен пĕр хутчен çеç - пуçламăш капитал валли е ипотека кредитне компенсацилеме - укçа-тенкĕ памалли» ыйтупа та çĕнĕ сĕнÿсем кĕтет.
Тепĕр хушура çурт хăпартма çĕр лаптăкĕсем уйăраса парасси çинчен каланă. 2024 çулччен çулталăкне 40 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: