Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
23 Июлӗн 2019, 11:42

Ĕç пахалăхне ÿстерме 112,5 миллион тенкĕ илĕ

#национальныепроекты#нацпроекты#нацпроектыБшкортостанПушкăртстан Республикине регионти предприятисенче ĕç пахалăхне ÿстерме федераллă бюджетран 112,5 млн укçа-тенкĕ уйăрĕç. Ун çинчен ПР экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лилия Мазитова республика Правительствинче эрнесерен иртекен оперативлă канашлура пĕлтернĕ. Укçа-тенке «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» («Производительность труда и поддержка занятости») наци проекчĕн витĕмĕпе уйăраççĕ. 2024 çулччен республикăри базăллă чĕр таварпа усă курман (несырьевых) отрасльсенче ĕç пахалăхне 30 процента ÿстермелле.

#национальныепроекты
#нацпроекты
#нацпроектыБшкортостан
Пушкăртстан Республикине регионти предприятисенче ĕç пахалăхне ÿстерме федераллă бюджетран 112,5 млн укçа-тенкĕ уйăрĕç. Ун çинчен ПР экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Лилия Мазитова республика Правительствинче эрнесерен иртекен оперативлă канашлура пĕлтернĕ. Укçа-тенке «Ĕç тухăçлăхĕ тата халăха ĕçпе тивĕçтересси» («Производительность труда и поддержка занятости») наци проекчĕн витĕмĕпе уйăраççĕ. 2024 çулччен республикăри базăллă чĕр таварпа усă курман (несырьевых) отрасльсенче ĕç пахалăхне 30 процента ÿстермелле.
- Çак проект тĕллевне пурнăçлама республикăн 196 предприятине явăçтармалла, вĕсенчен аллăшне – кăçал. Паянхи кун Пушкăртстанра асăннă наци проектне 30 организаци хутшăннă. Перекетлĕ производство принципĕсене хута янă предприятисенче ĕç процесĕ кĕскелни, туса пĕтермен ĕçсен пысăкăшĕпе пăрахăç (брак) чакни, ĕçлесе туни (выработка) ÿсни палăрнă. Тĕслĕхрен, «Ĕç тухăçлăхĕ 360» («Производительность 360») федераллă форумра «БАСЭТ» наукăпа производство предприятийĕ ĕç тухăçлăхĕ пысăх хăвăртлăхпа ÿснисен хушшинче палăрнă, - тесе пĕлтернĕ Лилия Мазитова.
Тĕллевлĕ кăтартусем пурнăçа кĕччĕр тесен кăçал сахалтан та 22 предприятие проекта явăçтармалла. Радий Хабиров республика Правительствине çак ĕç пурнăçа кĕнине тĕрĕслесе тăма хушнă.
- Ĕç пахалăхне ÿстересси çинчен сăмах хускатсан çынсем эпир вĕсене тата ытларах ĕçлеме хистĕпĕр, каярах вара ĕçрен кăларăпăр тесе шутлаççĕ. Анчах кунта калаçу пачах та урăххи çинчен пырать, - тесе каланă регион пуçлăхĕ. - Ĕç пахалăхне ÿстерес тĕллев - çынсене кирлĕ мар ĕçрен хăтарасси. Çакă вара ырă улшăнусем патне илсе çитерĕ. Никама та ĕçсĕр хăвармĕç, предприятисем те аталанĕç çеç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: