Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Июлӗн 2019, 11:46

Раççейри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсене чакармĕç

#ВладимирПутинРаççей пуçлăхĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври аслă вĕренÿ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсене чакарма шутламаççĕ.

#ВладимирПутин
Раççей пуçлăхĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври аслă вĕренÿ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсене чакарма шутламаççĕ.Пачах та урăхла, 2020 çул тĕлне çак цифра 400 пине çитĕ. Унпа пĕрлех бюджет вырăнĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси те ÿсĕ. Патшалăх ертÿçи Магнитогорскри металлурги комбинатĕнче рабочисемпе тĕл пулнă чух пĕр хĕрарăм бюджет вырăнĕсем сахалланмаççĕ-и, вĕренÿ хакĕ ÿсмест-и тесе пăшăрханса ыйтнă. Çĕршыв пуçлăхĕ ун пек вырăнсем (бакалавриатпа специалитет) 2017 çулта 300 пин, 2018-2019 çулсенче 380 пинрен ытларах пулнине пĕлтернĕ.
- 2020 çул тĕлне 400 пине яхăн вырăн пулĕ. Бюджет вырăнĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси юлашки икĕ çулта 16% ÿснĕ, - палăртнă Владимир Путин.
Çаплах çĕршыв пуçлăхĕ Раççейри 17-30 çулсенчи 1000 çамрăкран 800-шĕ студент пулма пултарать тенĕ.
- Çак параметрсем тытăнса тăраççĕ-ха. Паллах, кашни регионта лару-тăру тĕрлĕрен. Ку ĕçлев рынокĕпе ĕçлекенсем мĕн чухлĕ кирлĕ пулнинчен килет, - палăртнă Раççей лидерĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: