Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Июлӗн 2019, 11:07

Раççейре водительсем çинчен информаци ресурсĕ хатĕрлĕç

#ВладимирПутинАсăннă шухăша пурнăçа кĕртме пурте усă куракан автомобиль çулĕсене аталантарассипе тата çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă Патшалăх канашĕн ларăвне пĕтĕмлетнĕ хыççăн РФ Президенчĕ Владимир Путин хушу панă. Сĕнÿсен тулли списокĕпе çĕршыв ертÿçин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.

#ВладимирПутин
Асăннă шухăша пурнăçа кĕртме пурте усă куракан автомобиль çулĕсене аталантарассипе тата çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă Патшалăх канашĕн ларăвне пĕтĕмлетнĕ хыççăн РФ Президенчĕ Владимир Путин хушу панă. Сĕнÿсен тулли списокĕпе çĕршыв ертÿçин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.
Сăмах кунта информаци ресурсĕ çинчен пырать. Унăн тытăмĕнче водительсемпе çыхăннă информации пулĕ. Вăл тимĕр ут хуçисене машина çÿретме ирĕк паракан водитель удостоверенийĕ, правана туртса илменнине çирĕплетекен хут пуррине тĕрĕслеме май парать. Çакă транспорт çăмăллăхĕ паракан, пассажирсемпе тĕрлĕ йышши çăк турттаракан уйрăм предпринимательсемпе юридици сăпачĕсене (çав шута такси те кĕрет) пырса тивет. Ресурса РФ шалти ĕçсен органĕсем граждансем çинчен пуçтарнă кăтарту бази тăрăх, 2020 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: