Пур хыпар та
Новости
24 Июлӗн 2019, 12:45

«Вĕрене мĕн чухлĕ явсан та вĕçĕ пулатех»

теççĕ халăхрă. Вырăнлă та усăллă канаша яланах асра тытмалла пек те, анчах та … Ĕпхÿри нефть институчĕн преподователĕ пулнă ăсчаха 139 преступлени тунăшăн темиçе статьяпа явап тыттарĕç.

теççĕ халăхрă. Вырăнлă та усăллă канаша яланах асра тытмалла пек те, анчах та … Ĕпхÿри нефть институчĕн преподователĕ пулнă ăсчаха 139 преступлени тунăшăн темиçе статьяпа явап тыттарĕç.
Пăрăх тăрăх иртекен япаласен гидрогазодинамика системисен тата гидромашинăсен кафедрин экс доцентне «Взятка илнĕшĕн», «Ĕçри ултавшăн» статьясемпе айăплаççĕ. Унăн 40 çулхи ĕçтешĕ те, истори тата политологи кафедрин доценчĕ пулнăскер, суд пуканĕ çине ларĕ. Ăна «Взятка илме пулăшнăшăн» тата «Ултавла ĕç тума хăтланнăшăн» статьясем кĕтеççĕ.
Следстви органĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 49 çулхи преподавателе 2016-2018 çулсенче посредниксем урлă 11 пин тенкĕрен пуçласа 27 пин таран взятка панă. Хĕрарăм асăннă нухрата экзаменсенче тата курс ĕçĕсене хÿтĕленĕ чухне кирлĕ паллă лартса панăшăн илнĕ.
Айăплаканăн хваттерне ухтарнă чухне пакунлă çынсем экзамен тыттарнăшăн тата курс ĕçĕсене хÿтĕленĕшĕн укçа панă студентсен ячĕ-хушамачĕсене кăтартнă хута тупнă. Икĕ çул хушшинче, преступлениллĕ ĕç тунă вăхăтра, доцентсем 1,2 млн тенкĕ ытла взятка илнĕ.
Закона пăсса преступлени тунин хăш-пĕр саманчĕсем 2018 çулхи июнь уйăхĕнче çиеле тухнă. Шăпах çавăн чухне пĕр студент «Экономика» предмечĕпе экзамен тытнă май посредник преподавателе янтă укçа панă та ун çинче полицине пĕлтернĕ. Посредник хăйĕн айăпне йышăннă, доцент пулнăскер вара çук.
Хальхи вăхăтра уголовлă ĕçĕн материалĕсене суда панă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас