Пур хыпар та
Новости
26 Июлӗн 2019, 10:53

Владимир Путин Пушкăртстан фехтовальщикĕсене çĕнтерÿпе саламланă

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ фехтовани енĕпе кĕрешекен хĕрарăмсен хутăш командине тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ ятпа саламланă.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕ фехтовани енĕпе кĕрешекен хĕрарăмсен хутăш командине тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ ятпа саламланă.Çĕршывăн хутăш ушкăнĕнче Ĕпхÿ рапирисчĕсем те – Анасатасия Ивановапа Аделина Загидуллина‚ Инна Дериглазовапа Лариса Коробейникова – пулнă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ячĕпе янă телеграммăра çĕршыв пуçлăхĕ çакăн пек çырнă: «Хисеплĕ Инна Васильевна‚ Аделина Рустемовна‚ Анастасия Андреевна тата Лариса Викторовна! Сире пĕтĕм чунтан çĕнтерÿ ячĕпе саламлатăп. Эсир хăвăрăн чаплă çитĕнĕвĕрпе пирĕн çĕршывăн çĕнтерĕвĕсен шутне пуянлатрăр‚ пысăк çитĕнÿсем тунă спорт историне тата тепĕр страница хушрăр‚ хăвăра вăйлă та пĕрлĕхлĕ команда пек кăтатрăр. Паллах‚ чи авторитетлă‚ чи пысăк ăмăртусенче çĕнтерĕве туптама пулăшнă наставниксемпе специалистсен пысăк ĕçне палăртса хăвармалла. Малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп».
Хĕçсемпе çапăçнин чемпионачĕ Будапешт хулинче июль уйăхĕн 15-23-мĕшĕсенче иртнĕ. Çурма финалта пирĕн спортсменсем Америка командине çĕнсе (45:36 счетпа) финала тухнă. Финал вăхăтĕнче вара Итали ушкăнĕпе вăй виçнĕ. Вăйă çивĕч лару-тăрура иртнĕ. Çапах та Раçççей спортсменĕсем мала тухса ылтăн медаль илме тивĕçнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас