Пур хыпар та
Новости
31 Июлӗн 2019, 11:26

Диспансеризаци иртессине çăмăллатма сĕннĕ

#ВладимирПутин- Диспансеризацие пурнăçри майсене, лару-тăрăва тĕпе хурса йĕркелемелле. Вăл çăмăл та ăнланмалла пулмалла, диспансеризаци иртмелле тесе çынсене çитмĕл те çичĕ тинĕс урлă хăваламалла мар, - тенĕ Владимир Путин Сахалин область губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Валерий Лимаренкопа тĕл пулнă май.

#ВладимирПутин
- Диспансеризацие пурнăçри майсене, лару-тăрăва тĕпе хурса йĕркелемелле. Вăл çăмăл та ăнланмалла пулмалла, диспансеризаци иртмелле тесе çынсене çитмĕл те çичĕ тинĕс урлă хăваламалла мар, - тенĕ Владимир Путин Сахалин область губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Валерий Лимаренкопа тĕл пулнă май.
Лимаренко юлташ çĕршыв ертÿçине регионти власть органĕсем 100% диспансеризаци ирттерме тĕллев лартни çинчен пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсем тăрăх, çакăн валли 25 пысăк технологиллĕ куçса çÿрекен комплекс хатĕрленĕ, диспансеризаци ирттермелли кунсене палăртнă, çав шута шăмат куна та кĕртнĕ.
Владимир Путин губернатор калакан мобильлĕ комплекссем тĕпчев ирттерме май çук вырăнсенче пулмалли çинчен асăрхаттарнă.
- Юсама е çĕнĕрен хăпартма май пур кивелнĕ сывлăх сыхлав çурчĕсене юсас, çĕнетес пулать. Çĕннине хатĕрлесе çитерсен çеç киввисене пăсма юрать, - тенĕ президент.
- Эпир шăпах çак темăпа ĕçлетпĕр. Тĕллев ăнланмалла, - сăмах хушнă В.Лимаренко.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас