Новости
1 Августӑн 2019, 06:57

Кăçал Ĕпхÿпе Çтерлĕре çичĕ çĕнĕ çул хывĕç

#национальныепроекты#нацпроекты#нацпроектыБашкортостанРегионти пысăк хуласенче çичĕ çĕнĕ çул хывасси çинчен, Госстрой пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марат Ахмадуллин правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

#национальныепроекты
#нацпроекты
#нацпроектыБашкортостан
Регионти пысăк хуласенче çичĕ çĕнĕ çул хывасси çинчен, Госстрой пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Марат Ахмадуллин правительствăн оперативлă канашлăвĕнче пĕлтернĕ.
Çак объектсене «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн (671,3 млн тенкĕ) тата республика бюджечĕ 91,5 млн тенкĕ уйăрнипе пурнăçа кĕртĕç.
Хальхи вăхăта 6 контракт çирĕплетнĕ. Çиччĕмĕш контракта, Ĕпхÿри Инорс микрорайонти Мушников урамне (Шолохов урамĕнчен пуçласа Сельской Богородской таран) малалла тăвассипе çыхăннă сметăна çĕнĕрен шутланă пирки, çирĕплетмен. Ĕпхури Глумилино микрорайонта Рудольф Нуреев урамне, Затонта Летчиков урама малалла тăсĕç.
Çтерлĕ хулинче Хĕвеланăç (Западный) микрорайонта Октябрь проспекчĕпе пыракан çула (Строительсен урамĕнчен пуçласа Магистральнăй таран); 3№ урама (Каранай Муратов урамĕнчен пуçласа Раевский тракта тухиччен); Октябрь проспекчĕн бульварь çулне (Строительнăй урамран пуçласа Магистральнăй таран) тăвĕç.
Контрактсем тăрăх, палăртнă ĕçсене çулталăк вĕçлениччен пурнăçламалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас