Новости
5 Августӑн 2019, 06:21

«Ипотека каникулĕ» саккун вăя кĕнĕ

#ВладимирПутин2019 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата тепĕр саккуна алă пусса çирӗплетнӗччĕ. Халĕ вара август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре йывăр лару-тăрăва лекнĕ пурăнакансемшĕн «ипотека каникулĕ» саккун вăя кӗнĕ.

#ВладимирПутин
2019 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата тепĕр саккуна алă пусса çирӗплетнӗччĕ. Халĕ вара август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре йывăр лару-тăрăва лекнĕ пурăнакансемшĕн «Ипотека каникулĕ» саккун вăя кӗнĕ.
Июль уйăхĕн 31-мĕшĕнчен йывăр лару-тăрăва лекнĕ заемщик‚ сăмахран‚ ĕç вырăнне çухатнă е уйăхсерен килекен тупăш самаях пĕчĕкленнĕ пулсан‚ банка кайса кредитпа тивĕçтернĕ вăхăтра тăхтав тума пултарать. Уншăн ăна шраф тӳлеттермĕç.
«Ипотека каникулĕ» çур çула тăсăлать. Çакна та палăртса хăвармалла‚ çĕнĕлĕхпе 15 млн тенкĕрен ытла ипотека илмен çынсем çеç усă курма пултараççĕ. Çав тапхăрта заемщик банка укçа тÿлессине тăхтаса тăма е пĕчĕклетме пултарать. Асăннă тапхăрта тÿлевсем пулман хыпара кредит историне кĕртмеççĕ.
Унсăр пуçне‚ «ипотека каникулĕ» вăхăтĕнче салука куçнă заемщикăн пĕртен пĕр пурăнмалли вырăнне туртса илме юраманни çинчен чару пур.
«Башинформ» агенстви пĕлтернĕ тăрăх‚ çурт-йĕр туянма илнĕ ипотека кредичĕсен калăпăшĕпе Пушкăртстан Раççейре III вырăн йышăнать.
2019 çулхи иккĕмĕш кварталта Пушкăртстан ипотека кредичĕсен калăпăшĕпе малта пыракан регионсен шутне кĕнĕ. Иртнĕ çулхи тапхăрпа танлаштарсан‚ ÿсĕм 31% танлашать. Пĕрремĕш вырăна Мускавпа Мускав облаçĕ‚ иккĕмĕшне Санкт-Петербургпа Ленинград облаçĕ йышăннă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас