Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
6 Августӑн 2019, 11:13

Ача пăхнăшăн паракан пособие виçĕ çулччен тăсĕç

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕ Владимир Путин ашшĕпе амăшĕн таххучĕ икĕ пурăнмалли минимум шайне çитмен çемьесенчи пĕрремĕш е иккĕмĕш ачашăн паракан тÿлев виçине ÿстересси çинчен калакан саккуна çирĕплетнĕ.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ашшĕпе амăшĕн таххучĕ икĕ пурăнмалли минимум шайне çитмен çемьесенчи пĕрремĕш е иккĕмĕш ачашăн паракан тÿлев виçине ÿстересси çинчен калакан саккуна çирĕплетнĕ.
Унпа килĕшÿллĕн, пĕрремĕш е иккĕмĕш ача çуралсан паракан пособи виçине регионта йышăннă пурăнмалли минимум шайĕнчен пĕрре çурă, икĕ хут ытларах ÿстерме палăртнă.
Тепĕр çĕнĕлĕх - тÿлев илмелли заявление ача виçĕ çул тултариччен çырма юрать. Халĕ çак срок çулталăк çурăччен çеç пурнăçланать.
Асăннă саккун 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: