Республикăра сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пырассине пропогандăлама мĕнпур ведомствăсенче ятарлă программа хатĕрлеме палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен регионти Социаллă страхлав фончĕ çулсерен 7 млрд тенкĕ нухрат тăкакланине пĕлтернĕ ПР премьер министр çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ленара Иванова.
Маларах палăртса хунă тăрăх, сывлăхлă пурнăç йĕрки программăна тата табак туртассипе, ĕçкĕ-çикĕпе стреса хирĕç кĕрешмелли акцисене ятарласа йĕркеленĕ координаци канашĕ пурнăçа кĕртĕ. Ăна Пушкăртстанăн премьер-министрĕ ертсе пыма пултарать.
Сăмах май, нумаях пулмасть «Башинформ» агентство пĕлтернĕ тăрăх, 2030 çул тĕлне республикăра çыннăн вăтам пурнăç тăрăшшĕне 80 çула çитерес тесен çынсене 40 хут ытларах упрамалла е сыхламалла.