Улма-çырла продукцийĕн хушăннă хаклăх налогĕ (НДС) 10% чакнă. Асăннă тÿрлетĕве Налог кодексне Владимир Путин кĕртнĕ.
Дмитрий Медведев премьер-министр шучĕпе çакă улма-çырла хакĕ йÿнелесси патне çеç мар, çĕршывра фермер хуçалăхĕсем аталанасси патне те илсе пырĕ.
2018 çулта Раççей территорийĕнче пĕтĕмĕшле 1 млн тонна улма-çырла пуçтарнă. Çав вăхăтрах асăннă продукцие ют çĕршывран 1,7 млн тонна кÿрсе килнĕ. Çакă Раççей улма-çырла енчен ытти çĕршывсене çав тери пăхăннине кăтартать. Çав вăхăтрах пальма çăвĕн хушăннă хаклăх налогĕ икĕ хут ÿснĕ. Çакăн хыççăн пылак апат-çимĕç хаклăланнă. Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, ку начар та мар: наци сывлăхĕ çирĕпрех пулĕ.