Пур хыпар та
Новости
9 Августӑн 2019, 11:18

Радий Хабиров медиксене сертификатсем панă

#национальныепроекты#нацпроекты#нацпроектыБашкортостанПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров “ Сывлăх сыхлав сехечĕ” («Час здравоохранения») видеоселектор ларăвĕнче республикăри социаллă пулăшу программипе килĕшÿллĕн 2019 çулта ĕçлеме пуçланă медиксене сертификатсем панă.

#национальныепроекты
#нацпроекты
#нацпроектыБашкортостан
ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров “ Сывлăх сыхлав сехечĕ” («Час здравоохранения») видеоселектор ларăвĕнче республикăри социаллă пулăшу программипе килĕшÿллĕн 2019 çулта ĕçлеме пуçланă медиксене сертификатсем панă.
Укçа-тенке анестезиологсем, реаниматологсем, офтальмологсем, терапевтсемпе педиатрсем, гинекологсем - 500 пин тенкĕрен пуçласа 1 млн тенке çити - тивĕçнĕ. Регион ертÿçи медиксене çак профессие суйласа илнĕшĕн тата районсене ĕçлеме кайнăшăн тав тунă.
- Эпир паян икĕ программăпа килĕшÿллĕн сертификатсем патăмăр. Пĕри - «Земство тухтăрĕ», тепри - уйрăм специалистсене хавхалантарни, - тенĕ Радий Хабиров. – Ун валли укçа-тенкĕ тупрăмăр. Эсир вĕсемпе тĕрĕс усă курăр, ăнăçу сире.
Малалла ПР сывлăх сыхлав министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Забелин 2018 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра медицина учрежденисене врачсемпе тивĕçтерес ĕç лайăх енне улшăннине палăртнă. Çак вăхăт хушшинче 240 сывлăх сыхлав специалисчĕ ĕçе вырнаçнă. Вăл шутра пуçламăш звенори медицина ĕçченĕсем те пур. Ку - лайăх пулăм. Çав вăхăтрах республикăра васкавлă пулăшу сотрудникĕсем сахалланса пыраççĕ. 2019 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе пĕр фельдшер вырнаçни, 14-шĕ пăрахса кайни паллă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас