Çĕне çемье çавăракансем вара Красная Горка ялĕнчи Руслан Галиевпа Регина Калимуллина пулнă. Туйра хĕр йăлана кĕнĕ шурă кĕпе тăхăнман, милитари стилĕпе çĕленĕ кĕпе тата кăвак фата тăхăннă, каччă вара десантник формипе пулнă. Руслан туйччен Раççей Сывлăш десант çарĕнче хĕсметре тăнă. Шăпах çакă ăна уяв кунĕнче пĕрлешме, стилизациллĕ туй йĕркелеме хистенĕ. Хĕре кирек хăш кун та тивĕçтернĕ, анчах та каччăн сĕнĕвне хирĕçлемен. Малашне вара çамрăк мăшăрсем август уйăхĕн 2-мĕшне ВДВ кунĕ пек çеç мар, çемье уявĕ пек те паллă тăвĕç.