Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
14 Августӑн 2019, 10:53

«Газель» автобус вырăнне – 600 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанПушкăртстанра нумай ачаллисен шутне кăçалтан сакăр ачаллă çемьесене кĕртнĕ. Асăннă саккуна ПР Ĕç министерствинче пăхса тухса, 2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем йышăннă. Ун пек çемьесем 600 пин тенкĕлĕх субсиди илме пултараççĕ.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Пушкăртстанра нумай ачаллисен шутне кăçалтан сакăр ачаллă çемьесене кĕртнĕ. Асăннă саккуна ПР Ĕç министерствинче пăхса тухса, 2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕсем йышăннă. Ун пек çемьесем 600 пин тенкĕлĕх субсиди илме пултараççĕ.
2001 çултан 10 ачаллă çемьесене «Газель» автобус пама пуçланă. 2008 çултан вара микроавтобуссене 9 тата ытларах ачаллă çемьесем тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çак çулсенче 85 нумай ачаллă çемье машинăллă пулнă. 2015 çултанпа, нумайăшĕ ыйтнипе, «Газель» вырăнне 600 пин тенкĕ пама пуçланă.
Паянхи кун тĕлне асăннă субсидие 48 çемье, пурĕ 28,8 млн тенкĕлĕх, тивĕçнĕ. Тепĕр пилĕк çемье патне укçа-тенкĕ пулăшăвĕ çывăх вăхăтра çитĕ. Çак кунсенче тата икĕ çемье документне пăхса тухĕç. Патшалăх пулăшăвĕ ытларах çурт, мунча, гараж хăпартнă, автомобиль туяннă çĕре каять.
ПР Ĕç министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, паянхи кун республикăра 45 пин нумай ачаллă çемье пурăнать. Вĕсенчен 24 пин çемье тĕрлĕ социаллă пулăшăва тивĕçеççĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас: