Август уйăхĕн 15-мĕшĕнче ирхине «Уральские авиалинии» авиакомпанин 321 номерлĕ аэробусĕ Мускав çывăхĕнчи кукуруза хирне васкавлă анса ларнă. Борт çинчи пассажирсенчен никам та сиенленмен тесе пĕлтернĕ Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министествинче.
Самолет Мускав (Жуковский) – Симферополь рейса пурнăçланă.
Инкек пулса иртнĕ вырăна медицина тата пушар службин ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Сывлăш карапĕ çинчен аннă пассажирсене тивĕçлĕ вырăна вырнаçтарнă.
Авиакомпани самолет васкавлă анса ларнин сăлтавне уçăмлатнă. Официаллă çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, кайăксем лекнине пула аэробусăн двигателĕсем çунма тытăннă. Çавăн пекех 223 пассажирăн пурнăçне çăлса хăварнă пилотсен ячĕсене палăртнă. Вĕсем – Екатеринбургри Дамир Юсупов тата Георгий Мурзаев.