Пур хыпар та
Новости
15 Августӑн 2019, 16:59

Ĕпхÿре 85 картише тирпей-илем кĕртĕç

Ĕпхÿре “Пушкăрт картишĕсем” («Башкирские дворики») программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 145 çурт çывăхĕнчи 85 картише тирпей-илем кĕртĕç. Çавăн пекех тендер ирттерсе перекетленĕ укçа-тенкĕпе тата тăватă картише тирпейлĕç.

Ĕпхÿре “Пушкăрт картишĕсем” («Башкирские дворики») программăпа килĕшÿллĕн нумай хваттерлĕ 145 çурт çывăхĕнчи 85 картише тирпей-илем кĕртĕç. Çавăн пекех тендер ирттерсе перекетленĕ укçа-тенкĕпе тата тăватă картише тирпейлĕç.
Халĕ Советски районĕнчи тăхăр картише тирпей-илем кĕртеççĕ. Ĕçсем çичĕ урамра (Ленин, Якутов, Достоевски, Ст. Халтурин, Братьев Кадомцевых, Бакалинская, Ст. Злобин урамсем) тата Октябрь проспектĕнче пыраççĕ. Бакалинская, Ст. Злобин урамсенчи хăш-пĕр çуртсен картишĕсенче иртсе çÿрекен вырăнсене асфальт сарса анлăлатнисĕр пуçне тăватă çутă юпипе ача-пăча лапамне, турник комплексне вырнаçтарĕç. Çавăн пекех çĕнĕ саксемпе урнăсем, контейнер площадкисем пулĕç.
Калинин районĕнче 54 нумай хваттерлĕ çурт çывăхĕнчи 33 картише тирпей-илем кĕртĕç. Август уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне 25 картишĕнче (Инорсра 4 картиш, Шакшара - 3, Черниковкăра – 18) ĕçсем вĕçленнĕ. Халĕ пилĕк картишĕнче ĕçсем пыраççĕ, виççĕшне çывăх вăхăтра тирпей-илем кĕртме пуçлĕç. Асфальт сарнисĕр пуçне çутă юписене, лармалли саксене, урнăсене улăштарĕç, 21 воркаут площадки тата 11 ача-пăча вылямалли комплекс вырнаçтарĕç. Инорсра тăватă ача-пăча площадкине хута янă та.
Пурĕ республикипе 400 «пушкăрт картишĕ» юсĕç. Асăннă программа валли регион бюджечĕ 1,7 млрд тенкĕ уйăрнă. Условисем тăрăх, хваттер хуçисем юсав хакĕн 1 процентне тÿлĕç.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас