Пур хыпар та
Новости
15 Августӑн 2019, 12:04

Пушкăртстанра çĕнĕ çуртсен 80 проценчĕ пая кĕрекен схемăпа хăпартăнаççĕ

#ВладимирПутинРаççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурт лартакансем укçа-тенкĕ уйăрса паракан проектпа ĕçлеме тытăннă.

#ВладимирПутин
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурт лартакансем укçа-тенкĕ уйăрса паракан проектпа ĕçлеме тытăннă.
Пушкăртстанра паянхи кун 195 организаци 490 пурăнмалли объект хăпартаççĕ. 171 çурт хăпартакан объектсен 80% пая кĕрекен схемăпа пурнăçланаççĕ. Çакна республикăн Госстрой председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Ахмадуллин «Стротельство сехечĕ» ларăвĕнче пĕлтернĕ.
Çурт лартакансем кивĕ схемăпа июль уйăхĕн 1-мĕш хыççăн та ĕçлеме пултараççĕ. Анчах çакна та шута илмелле‚ объект 30 проценран кая мар хатĕр пулмалла тата çак çуртра 10% сахал мар тăваткал метр лаптăка сутлăха тăратмалла.
Укçа-тенкĕ уйăрса паракан проекта хутшăнма 36 заявка тăратнă. Пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе çĕнĕ объект тăвакансен (девелопер) 7% çеç экроу счетсем уçнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: