Пушкăртстанри пĕлÿ паракан учрежденисенче ытларах акăлчан чĕлхипе математика учителĕсем тата ача сачĕсенчи воспитательсем çитменни паллă. Пĕтĕмĕшле шкулсемпе ача сачĕсем 1578 специалиста ĕçе йышăнма хатĕр.
Çак кăтартусемпе çут ĕç министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Айбулат Хажин паллаштарнă. Ун сăмахĕсем тăрăх‚ ытларах Ĕпхÿ хулинче - 604 педагог - çитменни паллă. Радий Хабиров шухăшĕпе‚ пысăк хуласем‚ Ĕпхÿпе Çтерлĕ‚ Салаватпа Октябрьск‚ çак çивĕч ыйтăва хăйсем тĕллĕн татса памалла. Республика пулăшăвне кĕтсе лармалла мар.
Кадрсемпе çыхăннă йывăрлăхсенчен хăтăлма ялсенче ĕçлекен çамрăк вĕрентекенсене парăнакан грантсем пулăшмалла.
Астутарма: Радий Хабиров указĕпе 2019 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çулталăкне 100 грант пама йышăннă. Кашни грант 600 пинпе танлашать. Кăçал конкурса 196 заявка тăратнă‚ вĕсенчен 100 çынна суйласа илнĕ. Çитес вăхăтра 100 çамрăк вĕрентекен (35 çула çитиччен) хăйсене тивĕçнĕ укçана илĕç.