Пур хыпар та
Новости
15 Августӑн 2019, 16:02

Тухăçа вăхăтра пухса илмелле

Кăçал республикăри çĕр ĕçченĕсен 1,7 млн гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илмелле.

Кăçал республикăри çĕр ĕçченĕсен 1,7 млн гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илмелле.
Çакă вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5% сахалрах. Паянхи кун тĕлне пĕтĕмĕшле çурхи культурăсем ăнăçлă çитĕнеççĕ, анчах та Урал леш енчи районсенче типĕ те шăрăх çанталăка пула çухатусем пур. Çавăнпа кунта инкеклĕ лару-тăру режимĕ пурнăçланать. Çакăн çинчен иртнĕ тунти кун правительство канашлăвĕнче премьер министр çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ.
- Кăçал эпир 3 млн тонна пĕрчĕллĕ тухăç пухса илме палăртнă. Унсăр пуçне 1,3 млн тонна хĕвел çаврăнăш, 850 пин çĕр улми, 320 пин пахча çимĕç тата 50-60 пин тонна рапспа горчица. Август уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене мĕнпур лаптăкăн 33% çапса илнĕ. Пĕтĕмĕшле тухăç 183,5 пин тонна çитет. Ку вăл гектартан 22,1 цетнерпа танлашать. Çуркунне акнă тĕш тыррăн тухăçĕ - 18,8 центнер, - тенĕ Ильшат Фазрахманов.
Тыр-пул тухăçĕпе малта Чекмагуш районĕ пырать. Кунти çĕр ĕçченĕсем гектартан 37 центнер тырă пухса илеççĕ.
Çав вăхăтрах республикăри аграрисем çанталăк условийĕсене пула вырма ĕçне туллин те мĕнпур хăватпа тума пултараймаççĕ. Çакăн пек лару-тăрура тухăçа кĕске вăхăтра пухса илме хушма комбайнсем кирлĕ пулаççĕ.
Республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен харпăрлăхĕнче хальхи вăхăтра 3634 комбайн шутланать. Юлашки çул пирĕн хуçалăхсем 3,1 млрд тенкĕлĕх 1294 ял хуçалăх техники туяннă. Республика бюджетĕнчен 636 млн тенкĕ субсиди уйăрнă. «Вырма – 2019» кампанине 100 çĕнĕ тата 40 модернизациленĕ комбайнсем хутшăнмалла. Тыр-пула вырнаçтарма республикăн 37 элеватор пур. Вĕсем 2,5 млн тонна тĕш тырра йышăнма хатĕр. Унсăр пуçне хуçалăхсен анлă та таса кĕлечĕсем 2 млн тонна тухăçа йышăнма хирĕç мар.
- Август уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче уй-хирсенче сахăр кăшманне кăларма пуçлĕç, сентябрĕн 10-мĕшĕнче сахăр завочĕсем ĕçе пикенĕç. Çанталăк уяртсан 10-15 кун хушшинче вырма ĕçĕсем иртнĕ çулхи шая çитĕç, - тенĕ вице-премьер тивĕçĕсене пурнăçлакан.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас