Асăннă проекта «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Сывлăх искусстви» регионти общество организацийĕ пурнăçа кĕртет. Унăн тĕллевĕ – ытларах та ытларах çынна тĕрĕс апатлану, вăл сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулма май пани çинчен каласа парасси.
Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Сывлăхлă апатлану шкулĕн» членĕсем эрнере пĕр хутчен (декабрь уйăхĕн вĕçĕччен) тематика лекцийĕсем ирттерме палăртаççĕ. Ĕпхÿ хулинче пурăнакансене валли (халăх йышлă çÿрекен вырăнсенче) ултă мастер-класс ирттерме палăртнă. Илнĕ хăнăхусем урлă çынсем хăйсенне çеç мар, çывăх çыннисен сывлăхне те çирĕплетме пултарĕç. Асăннă проектпа килĕшÿллĕн 20 нимеçĕ (волонтер) «Сывлăхлă апатлану. Апатăн пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕ» программа тăрăх вĕрентÿ ирттерме палăртаççĕ.
Ĕпхÿсем «Сывлăхлă апатлану» проекта тивĕçлипе хак панă. Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн апат-çимĕç технологи факультетĕнче «Сывлăхлă апатлану чăн пурнăç-и, миф-и?» ток-шоу ирттернĕ. Август уйăхĕн 6-мĕшĕнче Республикăри перинаталлă центрта çамрăк аннесене валли «Йывăр çын тата кăкăр ĕмĕртнĕ чухнехи апатлану» лекци вуланă. Тĕплĕнрех информацие контактра, «Школа здорового питания» проектăн страницинче вуласа пĕлме пулать.
«Демографи» наци проекчĕ РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕ тăрăх, 2019-2024 çулсенче пурнăçа кĕрет. Унăн тĕп тĕллевĕ – сывлăхлă пурнăç тăршшĕне 67 çула çитересси, çуралакансен, сывлăхлă пурнăç йĕркине илсе пыракансен йышне ÿстересси. «Демографи» наци проектне пурнăçа кĕртме 3,5 трлн ытла укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă.