Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
16 Августӑн 2019, 11:41

Пушкăртстанра кăçал 21 ача сачĕ уçăлĕ

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанПушкăртстанра кăçалхи çул 3139 пин вырăнлă 21 ача сачĕ уçăлĕ. 2020 çулта вара 3890 пин вырăнлă 24 ача сачĕ хăпартăнĕ. Кăтартусемпе ПР ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Мельников оперативлă ларура паллаштарнă.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Пушкăртстанра кăçалхи çул 3139 пин вырăнлă 21 ача сачĕ уçăлĕ. 2020 çулта вара 3890 пин вырăнлă 24 ача сачĕ хăпартăнĕ. Кăтартусемпе ПР ĕç тата социаллă хÿтĕлев министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Мельников оперативлă ларура паллаштарнă.
Социаллă объектсем «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартăнаççĕ. Çак программăна пурнăçлама 2019 çулта 3‚1 млрд нухрат уйăрса панă. Вĕсенчен 2‚3 млрд тенкине федераллă бюджет тивĕçтернĕ.
Сăмахран‚ Ĕпхÿри Инорс микрорайонта çĕнĕ ача сачĕ ноябрь уйăхĕнче‚ Ĕпхÿ районĕнчи Дмитриевка ялĕнче декабрьте алăкĕсене уçĕç.
- «Демографи» нацпроект ытти наци проекчĕсем хушшинче‚ Владимир Путин пуçарувĕпе‚ пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать. Программăн тĕп тĕллевĕ – пĕрремĕш‚ виççĕмĕш е ун хыççăнхи çуралнă ачасен çемйисене пулăшу парасси. Çичĕ уйăх хушшинче 10 пин çемье пĕтĕмĕшле 1‚1 млрд тенкĕлĕх уйăхсерен парăнакан пособи илме тивĕçнĕ. Патшалăх нацпроекчĕ аслă ăрăва та тимлĕх уйăрать. Республикăра пин ытла пенси çулне çитекенсем çĕнĕ специальноçсемпе профессисем алла илнĕ. «Демографи» наци проект шайĕнче малтанхи тапхăртах чир-чĕрсене тупас‚ диспансеризаци‚ спорт тата сывлăхлă пурнăç йĕрки пропагандăлас ĕçсене те тарăн акцент тунă. Асăннă ĕçсене пурнăçлассипе сывлăх сыхлав министерстви пысăк ĕç туса ирттерет. Общественниксем те активлă хутшăнни савăнтарать‚ – каласа панă «Башинформ» агентствине Патшалăх думин депутачĕ Рамзил Ишсарин.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: