Пур хыпар та
Новости
22 Августӑн 2019, 12:09

Пушкăртстанра 2025 çул тĕлне вĕтĕ чул сарман çулсемпе кварталсем юлмĕç

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанПушкăртстанра кăçалтан вĕтĕ чул сарнă çулсем тума пуçланă. Республикăри 4,6 пин ялтан 317-шĕ паянхи кун та пысăк çулсем çине тухаймаççĕ. ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ тăрăх, проект çичĕ çула тăсăлĕ, вăл 2025 çулта вĕçленĕ.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Пушкăртстанра кăçалтан вĕтĕ чул сарнă çулсем тума пуçланă. Республикăри 4,6 пин ялтан 317-шĕ паянхи кун та пысăк çулсем çине тухаймаççĕ. ПР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Тимур Мухаметьянов пĕлтернĕ тăрăх, проект çичĕ çула тăсăлĕ, вăл 2025 çулта вĕçленĕ.
Планра - 3,5 пин çухрăм ялсемпе хуласем хушшинчи çулсем тата 7,8 пин çухрăм урамри çулсене сарасси. Çак ĕçсене тума муниципалитетсем валли 8,7 млрд тенкĕ уйăрĕç. Вĕсенчен 4,2 млрд тенки Ĕпхÿ хулине тивĕçĕ.
Кăçал 950 çухрăм çул тăрăхне вĕтĕ чул сарма палăртнă. Ун валли 540 млн тенкĕ нухрат уйăрнă. Ĕçсене ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабировăн ыйтăвĕ çине хуравланă май Тимур Мухаметьянов çакна пĕлтернĕ: “Материалсене вырăнти карьертан илсен, вĕтĕ чул сарнă пилĕк метр сарлакăш тата 15 см хулăнăш пĕр çухрăм çул вăтамран 500-600 пин тенке ларĕ. Сутăн илсен – 1 млн тенкĕ”.
- Хăйсен запасĕсем çук районсене кÿршĕ тăрăхсенчен илме май туса парасси юристсен тĕп ĕçĕ пулса тăрĕ. Тумалли ĕçе хаклă хакпа йĕркелемелле мар. Материалсем хамăрăн пулмалла, - лару-тăрăва уçăмлатма хушу панă Радий Хабиров. – Унсăр пуçне муниципалитетсене çул-йĕрпе строительство техники уйăрса пама та майсем тупса пама тăрăшас пулать. Хăйсем сарнă çул 300-350 пине ларать. Халăх çĕнĕ кварталсем патне çул ирттерме ыйтса час-часах çыру çырать, - тенĕ регион ертÿçи.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас