Пур хыпар та
Новости
23 Августӑн 2019, 11:26

Нумай ачаллă çемьесем валли хуçалăхран ача амăш капиталĕ

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанЧекмагуш районĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ хăйсен ĕçченĕсем валли ача амăш капиталĕ парассине йĕркеленĕ. Кун çинчен БСТ телеканал пĕлтерет.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Чекмагуш районĕнчи «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ хăйсен ĕçченĕсем валли ача амăш капиталĕ парассине йĕркеленĕ. Кун çинчен БСТ телеканал пĕлтерет.
Сăмах май, “Урал сасси” хаçат та 22№ (май уйăхĕн 30-мĕшĕнче) самаях пысăк статья пичетленĕччĕ. Предприятире ĕçлекенсен çемйисенче виççĕмĕш е тăваттăмĕш ача çуралсан 500 пинлĕх сертификат параççĕ. Çак майпа аграрисем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, çамрăксене ялта пурăнма хăварас тĕллевсене пурнăçлаççĕ.
Асăннă программа «Базы» ял хуçалăх предприятинче малтан та ĕçленĕ, анчах та юлашки вăхăтра укçа пама чарăннăччĕ. Кăçал нумай ачаллă çемьесене пулăшу парассине çĕнĕрен йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне тăватă çемьен бюджечĕ çур миллион тенкĕлĕх хушăннă, анчах та заявлени паракансем чылайрах пулнă.
Укçа-тенкĕпе çемьесем хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ. Çапах та çулталăкне 100 пинрен ытла тăкаклама юрамасть.
- Демографи лару-тăрăвĕ кунран-кун начарланса пырать, ачаллă çемьесем ялта юлмаççĕ. Пирĕн программа çамрăксене ялта юлма, пурăнма пулăшасса шанатпăр, - каласа парать «Базы» ял хуçалăх предприятийĕн тĕп бухгалтерĕ Айгуль Гарифуллина.
Çавăн пекех хуçалăхра ĕç вырăнĕсем пуррине, ял-хуларан куçса килекенсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине те пĕлтереççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас в