Урал сасси
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
27 Августӑн 2019, 11:00

«Поликлиникăсем валли уйăрнă укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курмалла»

#ВладимирПутинРаççейре сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Унăн усси тухăçлă та витĕмлĕ пултăр тесен вĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курмаллине палăртнă РФ президенчĕ Владимир Путин Кремльти канашлура.

#ВладимирПутин
Раççейре сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Унăн усси тухăçлă та витĕмлĕ пултăр тесен вĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курмаллине палăртнă РФ президенчĕ Владимир Путин Кремльти канашлура.
- “Сывлăх сыхлав” наци проектне пурнăçлама уйăрнă цифрăсемпе ресурсем çинчен тепĕр хут астутаратăп. Вăл 1 триллион та 360 миллиард тенкĕпе танлашать. Икĕ программăна шута илсен сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине аталантарма 237‚5 миллиард тенкĕпе тивĕçтерĕç. Çакă сахал укçа-тенкĕ мар. Вĕсемпе тĕрĕс усă курсан тухăçне те курма пулать”‚ – тесе пĕтĕмлетнĕ çĕршыв пуçлăхĕ медицинăпа санитари пулăшăвĕн системине çĕнетессипе çыхăннă канашлура.
Унсăр пуçне РФ Президенчĕ сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕпе çыхăннă ыйтусем çĕршывра пурăнакансемшĕн чи çивĕч ыйтусем пулнине те палăртнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: