2019 çулта «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçлама Пушкăртстан 8,2 млрд тенкĕ тăкаклĕ. Вĕсенчен 4,7 миллиарчĕ федераллă бюджетран. Çак укçа-тенке çулсене юсама тата 200 çухрăм çĕнĕ çулсем тума ярасшăн. Çавăн пекех Ĕпхÿри Туслăх монуменчĕ патĕнчи Шуратăл (Белая) урлă кĕпер хывнă çĕре те.
ПР Çул-йĕр управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Азамат Таепов каланă тăрăх, ĕç палăртнă графикран маларах пырать. Паянхи куна Кушнаренково-Чекмагуш-Бакалă автомобиль çулне юсаса пĕтернĕ.
- Ĕçсене çĕнĕ технологипе усă курса пурнăçланă. Пĕтĕмпе 15 920 тăваткал метр çул çине 5000 тонна асфальтпа бетон хутăшне сарнă. Çавăн пекех çулсем пĕрлешнĕ вырăнсене юсас, çул айккисене (обочина) çирĕплетес, разметка тăвас ĕçсене тунă, - пĕлтернĕ Азамат Таепов.
Патшалăхăн транспорт енĕпе ĕçлекен комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта наци проектне пурнăçланă май Ĕпхÿ агломерацине кĕрекен 80 çухрăм ытла, Çтерлĕ агломерацийĕн шутланакан 65 çухрăм федераллă, вырăнти тата республика шайĕнчи çулсене нормăна кĕртме палăртнă.
Çул паллисемпе светофорсем лартма та, тротуарсемпе çуран çÿрекенсен вырăнĕсене карта тытма та уйлаççĕ. Унсăр пуçне хăш-пĕр палăртнă участоксенче çул-йĕркине пăсакансене шута илме фотопа видео камерăсем, виçепе габарит тĕрĕслевне автомат режимĕпе иртмелли хатĕрсем, машина хăвăртлăхне тĕрĕслемелли датчиксем вырнаçтарĕç.
Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Шуратăл юханшывĕ урлă хывакан кĕпере тума наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 618 млн тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ кĕперĕн проектне тăваканĕ Мускаври «Гипростроймост» компани. Ĕçне тăваканĕ маларах Затонра кĕпер хывнă Челябинскри «Уралмостострой» хупă акционерлă общество. Контрактăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 3,46 млрд тенкĕ.