Август уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Башавтотранс» ГУП хăйĕн автопаркне пуянлатнă. Вăл 102 çĕнĕ автобус хуçи пулса тăнă. Çак кун автопарка пĕчĕк класлă 60 автобус‚ вăтам класли 42 хутшăннă.
Радий Хабиров социаллă сетьсенчи страницăсенче пĕлтернĕ тăрăх‚ уйăх вĕçлениччен республикăри пассажирсене турттаракан тĕп патшалăх автопредприяти тата вăтам класлă 180‚ ноябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне вара пысăк класлă 74 автобус туянĕ. Пĕтĕмĕшле çулталăк вĕçне «Башавтотранс» ГУП автопаркĕ 527 автобуспа пуянланĕ. Астутарма‚ август уйăхĕн 9-мĕшĕнче пассажирсене турттаракан предприяти хуласемпе хула хушшинче тата хула çывăхĕсене çÿреме пĕчĕк класлă 110 «Форд Транзит» маркăллă‚ июльте – пысăк класлă 27 автобус уççисене илнĕ. Малашне‚ сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне‚ мĕнпур район центрĕсен Ĕпхÿпе автобус çыхăнăвĕ пулĕ.
«Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен мультимодальность вăй илĕ. «Алга» карттăпа пĕрре тÿлесе пĕр сехет хушши темиçе автобуспа çÿреме май килĕ. Малашне «савăнăçлă сехет» схемипе трамвайсемпе троллейбуссене‚ элекричкăсене те ĕçлеме хутшăнтарăпăр. Пассажирсене турттаракан уйрăм предпринимательсем çак программăна хутшăнасшăн мар‚ вăл кирлĕ пулнине ăнланни сисĕнмест. Вĕсен «куçĕсем уçăласса» иккĕленместпĕр. Эпир çирĕп ыйтатпăр. Пирĕн обществăлла транспорт çĕршывра чи лайăххи пулĕ» тесе çырнă Р.Хабиров социаллă сетьсенче.