Пур хыпар та
Новости
28 Августӑн 2019, 14:33

Маттур Анастасия

Август уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче Çтерлĕ хулинче 15-19 çулхи çамрăк хĕрсемпе яшсем хушшинче шахмат вăййипе мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Август уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче Çтерлĕ хулинче 15-19 çулхи çамрăк хĕрсемпе яшсем хушшинче шахмат вăййипе мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.
Спорт ăмăртăвне вырăнти физкультура колледжĕн пÿлĕмĕсенче йĕркеленĕ. Ĕпхÿпе Туймазă‚ Çтерлĕпе Салават‚ Белорецкпа Мелеуз‚ Баймак хулисенчи тата Чишмапа Месягутово‚ Красноусольский ялĕсенчи тĕрлĕ çулхи ултă ушкăнра 100 шахматист вăй виçнĕ. Ăмăртăва чăваш ялĕн хĕрĕ хутшăннине та палăртса хăварма кăмăллă. Унăн ячĕ – Анастасия Федотова. Ăмăртура çамрăк шахматист Çтерлĕ районĕнчи Айкуль ялĕн чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. Турнирăн пĕрремĕш кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх‚ Анастасия блиц енĕпе III вырăн йышăннă. Пĕтĕмĕшле вара хĕр 19 çулчченхи хĕрсем хушшинче II вырăна тивĕçнĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Çтерлĕ хули.
Читайте нас