Новости
28 Августӑн 2019, 09:40

Пушкăртстанăн çичĕ уйăхри бюджет кăтартăвĕсем

ПР Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстан Республикин пĕтĕмĕшле (консилидированный) бюджетăн тупăшĕ 135 642,1 млн тенкĕпе танлашнă.

ПР Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстан Республикин пĕтĕмĕшле (консилидированный) бюджетăн тупăшĕ 135 642,1 млн тенкĕпе танлашнă.
Çакă вăл, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 100,5 % пулать. Çав шутра налук шайĕнче тата налуксемсĕр ытти тÿлевсем урлă пухнă тупăш 112 789,4 млн тенке çитет. Ку вăл çулталăкри планăн 62,7% тÿр килет.
Çичĕ уйăхра тупăш панă налук çăлкуçĕсене асăнса хăварнă май çаксене палăртмалла - яланхи пекех чи нумаййи таса тупăшран (прибыль) пухăнакан налук – 33 632,5 млн тенкĕ (пĕтĕмĕшле налуксен 29,8%). Çавăн пекех уйрăм çынсем ĕç укçинчен тÿлекен налук (НДФЛ) – 30 714,7 млн (27,2%), акцизсемшĕн – 13 266 млн (11,8%), пурлăх налукĕ – 11 544,4 млн (10,2%) тата пĕтĕмĕшле тупăш налукĕ – 6 457,3 млн тенкĕ (5,7%).
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенчи тăкаксене илсен республикăн пĕтĕмĕшле бюджетĕнчен 128 279,1 млн тенкĕ тăкакланнă. Çакă 2018 çулхинчен 18,5% нумайрах. Тăкаксен ытларах пайĕ социаллă политикăна пурнăçланă çĕре кайнă, вăл 100 329,5 млн тенкĕ (78,2%) пулать.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас