Пур хыпар та
Новости
28 Августӑн 2019, 14:23

Вил тăпринчен мăшкăллашнă

Мелеуз хулинчи масар çинче такамсем 25 çулхи çамрăк хĕрĕн вил тăпринчен мăшкăллашнă. Икĕ çул каялла хĕрне пытарнă амăшĕ полицие заявлени çырса панă. Вил тăприне темиçе кун каялла чавни паллă.

Мелеуз хулинчи масар çинче такамсем 25 çулхи çамрăк хĕрĕн вил тăпринчен мăшкăллашнă. Икĕ çул каялла хĕрне пытарнă амăшĕ полицие заявлени çырса панă. Вил тăприне темиçе кун каялла чавни паллă.
«Август уйăхĕн 23-мĕшĕнче полицие хулари масар çинче вил тăприне чавнă пирки информаци çитнĕ. Пулса иртнĕ вырăна следствипе оперативлă ушкăн çитнĕ. Вилесенчен тата вилнисене пытарнă вырăнсенчен мăшкăллашнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 244 статйипе уголовлă ĕç пуçарнă», - тесе пĕлтернĕ ведомство ĕçченĕсем.
Маларах çакăн пек киревсĕр ĕç Ĕпхÿ районĕнчи ял масарĕ çинче те пулса иртнĕ. Ун чух масар ĕçченĕ вунă çул каялла вилнĕ 60 çулхи арçын вил тăприне чавма тытăннине пĕлтернĕ. Çак ĕçе вилнĕ çыннăн тăванĕсем тума пултарнă имĕш.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Читайте нас