Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Августӑн 2019, 11:42

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 487 пин ытла вĕренекен шкула кайĕ

#национальныепроекты#нацпроект#нацпроектыБашкортостанÇĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкăртстанри шкулсем 487 737 вĕренекене йышăнма хатĕр. Пирвайхи хут шкул парти хушшине 55 пин ача ларĕ. Çак кăтартусемпе оперативлă канашлура ПР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Айбулат Хажин паллаштарнă.

#национальныепроекты
#нацпроект
#нацпроектыБашкортостан
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче Пушкăртстанри шкулсем 487 737 вĕренекене йышăнма хатĕр. Пирвайхи хут шкул парти хушшине 55 пин ача ларĕ. Çак кăтартусемпе оперативлă канашлура ПР вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Айбулат Хажин паллаштарнă.
Регионта 21 çĕнĕ шкул уçăлнă май иккĕмĕш смена вăхăтĕнче вĕренекенсен пайĕ 8% çитиччен пĕчĕкленĕ.
Пушкăртстанра çĕнĕ вĕренÿ çулне 1310 шкул хатĕр пулни паллă. Кăçал приемка вăхăтĕнче вĕрентÿ учрежденисенче пушар хăрушлăхĕ тата санитари законодательстви енчен йĕркене пăснисем пулсан пĕрремĕш хут чек-листисем панă. Çитменлĕхсене сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтермелле. Паянхи кун вара пур çитменлĕхсене те татса панă.
Унсăр пуçне пĕлÿ паракан учрежденисенче террора хирĕç кĕрешес тата унăн хăрушсăрлăх енĕпе чылай ĕç туса ирттернĕ. Сăмахран‚ васкавлă пĕлтерÿпе видео сăнавсен хатĕр-хĕтĕрĕсене вырнаçтарнă. Çак ĕçсене пурнăçлама 313 млн тенкĕ нухрат уйăрнă. ГИБДД пĕлтернĕ тăрăх‚ 1436 шкул автобусĕнчен 112 техникăна çитменлĕхĕсене пула йышăнман.
- Халĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне техника йĕркеллĕ ĕçлетĕр‚ малашне вăхăтлă çула тухтăр тесе юсав ĕçĕсем ирттереççĕ‚ - ăнлантарса панă Айбулат Хажин.
Санитари требованин тĕллевĕсенчен пĕри – шкулсенче сивĕ туалетсене пĕтересси. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме регион бюджетĕнчен 594 шкул валли 161 млн тенкĕ уйăрнă. Асăннă ĕçсене сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен Мишкин районĕнчи 26 шкулта‚ Зилаир тăрăхĕнче 7 шкулта вĕçлесси иккĕленÿллĕ.
- Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитиччен ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче «Хăвăр шкулăрта мĕн улăштарнă пулăттăрччĕ?» ыйтăм ирттернĕ. Ыйтса пĕлнисенчен 40% шкулсенче çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр курма ĕмĕтленет. Вĕсем ĕмĕтленни «Вĕрентÿ» наци проекчĕ шайĕнче 2024 çулччен пурнăçланĕ. Республикăри пур шкулсене çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрсемпе тивĕçтерĕç. Ыйтса пĕлнисен тепĕр пайĕ вара шкулсенче спорт лапамĕсем çĕнелччĕр‚ кивелнĕ асфальтпа сарнă çулсене юсаччĕр тесе хуравланă. Асăннă ĕçсене пурнăçлас тесен «Шкул картишĕсене тирпей-илем кĕртесси» программа шутласа кăлармалла‚ – тенĕ ПР Вĕрентÿ министерствин ертÿçи.
Республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Радий Хабиров çитес çул шкулсенче спорт лапамĕсемпе ача сачĕсенчи вăйă лапамĕсене тирпей-илем кĕртмелли программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрма хушнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: