ПР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ Пушкăртстанри сахăр завочĕсем 1‚5 млн тонна кăшманран сахăр туса илме хатĕрленеççĕ.
Сăмахран‚ «Чишма сахăрĕ» август уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пылак çимĕçе йышăнма пуçланă. Вăл 620 пин тонна чĕрĕ тавара сахăра çавăрма палăртать. «Раевка сахăрĕ» сентябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăнĕ. Унти ĕçченсем 550 пин тонна пылак тымарăн çĕнĕ тухăçĕнчен сахăр песукĕ туса илме палăртаççĕ. Мелеузри сахăр завочĕ вара çак ĕçе каярах‚ сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче, хутшăнĕ. Вăл планпа килĕшÿллĕн 320 пин тонна чĕрĕ тавара сахăра çавăрĕ.
Чĕрĕ тавартан пылак продукци мĕн чухлĕ пуласси хальлĕхе паллă мар-ха. Мĕншĕн тесен вăл кăшманăн сахăрлăхĕнчен (сахаристость) килет. Вăтам кăтартусем тăрăх‚ 1‚5 млн тонна кăшмантан 230 пин тонна сахăр песукĕ туса илме пулать. Раççейре çулталăк хушшинче пĕр çын пуçне 24 кг сахăр тăкакланать. 2018 çулта вара кăтартусем ÿснĕ‚ пĕр çын пуçне 39‚ 4 кг сахăр пĕтнине шутласа кăларнă.