Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2019, 14:48

Çĕнĕ кодлă номерсем пара пуçланă

Республикăри патшалăх автоинспекцийĕсен хăш-пĕр регистраци подразделенийĕсенче çĕнĕ патшалăх номерĕ илнĕ чухне регион кодне 702 цифрăпа çырнисене пара пуçланă. Çакăн пирки хăйĕн «Фейсбукĕнче» ведомство ертÿçи Динар Гильмутдинов пĕлтернĕ.

- Çак пулăм планпа килĕшÿллĕн пурнăçланать. Маларах кăларнă 102 сери пĕтсе килет. Çывăх вăхăтра çĕнĕ кодлă номерсене мĕнпур регистраци иртекен подразделенисенче пама пуçлĕç, - тенĕ республикăри тĕп патшалăх автоинспекторĕ.
Сăмах май, патшалăх номерĕсем çиччĕпе пуçланакан кодсем ку таранччен Мускав хулипе облаçĕнче (777 тата 750), Тутарстан Республикинче (716), Самарпа Ростов облаçĕсенче (763 тата 761) пулнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас