Пур хыпар та
Новости
4 Сентябрӗн 2019, 13:55

«Тавах сана, кĕвĕ, хавхалантарнăшăн»

Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин тĕп дирижер ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли классика тата хальхи вăхăтри кĕвĕ искусствине пропагандăлас енĕпе чылай ĕçсем туса ирттерет.

Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин тĕп дирижер ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли классика тата хальхи вăхăтри кĕвĕ искусствине пропагандăлас енĕпе чылай ĕçсем туса ирттерет.
Симфони капелли – К.В.Иванов ячĕллĕ Патшалăх премийĕн лауреачĕ, тĕнчери фестивальсен дипломанчĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн грант çĕнтерÿçи. Çывăх вăхăтра вăл кĕвĕ культурине, илемлĕ эстетика туйăмне куракан ăшне хывас тата классика кĕввине халăх хушшинче сарас тĕллевпе Пушкăртстана килсе çитет. Вулакансене унăн гастроль маршручĕпе паллаштаратпăр.
- сентябрь уйахĕн 17-мĕшĕ – Ĕпхÿри ача-пăча филармонийĕ (Октябрь проспекчĕ, 33-мĕш çурт);
- 18-мĕшĕ - Çтерлĕ хулинчи Культура керменĕ;
- 19-мĕшĕ - Пишпÿлекри Культура керменĕ;
- 20-мĕшĕ - Пелепейĕнчи Тĕп культура керменĕ.
«Тавах сана, кĕвĕ, хавхалантарнăшăн» концерт программине уйрăм юрăçсемпе хор артисчĕсен юррисем кĕнĕ. Вĕсене чăваш, вырăс тата ют çĕршыв композиторĕсем кĕвĕленĕ. Тĕнче шайĕнчи хитсемпе романссене, кинофильмсенчи юрăсене чĕрĕлле итлеме май пулĕ.
Концертсем 19.00 сехетре пуçланаççĕ. Билетсем кермен кассисенче.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 927 855 65 58.
Реклама.
Читайте нас в